Урмарский район Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Поздравление администрации Урмарского района с районным праздником "Акатуй"

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://urmary.cap.ru/
Хисеплĕ те хаклă янташăмăрсем, ял ĕçченĕсем, район çыннисем, кỹршĕсем, уява килнĕ хăнасем!
 
Сире пурне те çурхи уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ ятпа ирттерекен уявпа - Акатуйпа чунтан-чĕререн ăшшăн саламлатăп. Çур аки ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕшĕн, тỹсĕмлĕ пулнăшăн, кăткăс вăхăтран тухма вăй, чăтăм çитернĕшĕн пурне те тав тăватăп.
Çĕртен мĕн чухлĕ нумайрах тухăç илес тетĕн, ăна çавăн чухлĕ ытларах пăхма тăрăшмалла. Ку ĕç вара мĕн ĕлĕкренех пĕрре те çăмăл пулман. Хресчен ырми-канми ĕçĕпе хăйĕн мухтавне ỹстерсех пынă, пырать те.
Хисеплĕ çыннăмăрсем!
Мĕн пур вăя пĕрлештерсе пурнăç çулĕпе пĕрле утар, малашлăхшăн тăрăшар. Сире малалла та туслă пурăнма, ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçусем сунатăп. Ĕç çыннисен чаплă уявĕнче хамăр ĕçлеме кăна мар, ăста, тивĕçлипе канма, юрă-ташăра та, спорт ăмăртăвĕсенче те пултаруллă пулнине кăтартар. Çакă пире пурнăçра хавхалантартăр, вăй хуштăр, тĕрек патăр.
 
 
Вăрмар район администрацийĕн
пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ       К.В. Никитин

 

 

 





Посещений сайта с 11 июля 2002 годаCounter CO.KZ

 

 

Яндекс.Метрика

 
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика