Урмарский район Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Вак предпринимательлĕх кафе уçăлчĕ Вăрмар поселокĕнчи тĕп урамра. Çакă вăл районта вак тата вăтам бизнес аталанса пынине пĕлтерет те ĕнтĕ. С.Харитоновпа Н.Илларионов предпринимательсен ку кафе

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://urmary.cap.ru/
Вак предпринимательлĕх кафе уçăлчĕ Вăрмар поселокĕнчи тĕп урамра. Çакă вăл районта вак тата вăтам бизнес аталанса пынине пĕлтерет те ĕнтĕ. С.Харитоновпа Н.Илларионов предпринимательсен ку кафе.

«Мартăн 8-мĕшĕ тĕлне районти пур хĕрарăмсене те пирĕнтен парне пулчĕ, мĕншĕн тесен чылай арçын хăйĕн юратнă мăшăрне, савнине уяв ячĕпе кунта илсе килсе савăнтарчĕ», - теççĕ кăмăллăн предпринимательсем. Çĕнĕ кафере чăннипех те хăтлă та илемлĕ. Кунта пĕр харăсах 60 çын ытла вырнаçма пултарать. Уйрăмшарăн кĕрсе ларса апатланмалли пÿлĕмсем те пур. Пĕр-пĕр туй, юбилей каçĕ е тата ытти тĕрлĕрен мероприятисене те йĕркелеме пулать. Клиентсен ыйтăвне тивĕçтерме 13 çын вăй хурать кунта. Кафери йĕркелĕхе тата ытти ыйтусене Л.Соборова администратор татса парать. Ку кафе уçăлнин тепĕр лайăх енĕ те пур, районта пурăнакансен харпăр хăй туса илекен ял хуçалăх тата выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене те май килнĕ таран вырнаçтарма пулать. Çĕнĕ кафе халăхшăн пур енлĕн те усăллă пуласса шанас килет.

А. НИКОЛАЕВА

Копейка Плюс («Красное знамя (Хĕрлĕ ялав)», Урмары)
14 марта 2007, среда

 

 

 





Посещений сайта с 11 июля 2002 годаCounter CO.KZ

 

 

Яндекс.Метрика

 
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика