Урмарский район Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2005.05.09 Поздравление главы администрации Урмарского района с 60-летием Великой Победы советского народа над фашистской Германией

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://urmary.cap.ru/

Хисеплĕ вăрçăпа ĕç ветеранĕсем, хĕрарăм-фронтовиксем, салтак арăмĕсем, вăрçă ачисем, хаклă çыннăмăрсем!

Вăрмар район администрацийĕ сире пĕтĕм халăх уявĕпе - Аслă Çĕнтерĕве тунăранпа 60 çул çитнĕ ятпа чĕререн саламлать.
1941-1945 çулсем пирки калаçу пуçарсан пурин умне те хаяр вăрçă тухса тăрать пулĕ. Тăван халăхăн калама çук пысăк паттăрлăхĕ, чăтăмлăхĕ палăрчĕ Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче. Çамрăксем çакна аслисем каласа панинчен, тĕрлĕрен кинофильсенчен, вăрçă вут-хĕмĕ çинчен çырнă кĕнекесене вуласа пĕлеççĕ.
Вăрçă çав вăхăтри яшсемпе хĕрсен çамрăклăхăн хаваслă вăхăтне туртса илнĕ. Вăйпитти арçынсем вăрçа тухса кайсан, хĕрарăмсемпе çул çитмен ачасем, ватă çынсем вĕсем вырăнне тăрса ĕçленĕ.
Эсир, вăрçăпа ĕç ветеранĕсем, йывăр çухатусене, историн çав тери хăрушă тапхăрне тỹссе ирттернĕ, анчах та тăшмана парăнман, Тăван çĕр-шыва упраса хăварма пултарнă, çĕнтерĕве çывхартассипе çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрăшнă. Фронта та пулăшнă, тылра та пуçа усман.
Пирĕн районтан çак ирсĕр вăрçа 6890 çын тухса кайнă, 4131-шĕ таврăнайман, Çĕнтерỹ кунне кĕтсе илеймен.
Эпир, çĕр-шывăн хальхи ăрăвĕ, фронтовиксемпе тыл ĕçченĕсене яланах тав тăватпăр. Сирĕн вăрçăри тата ĕçри паттăрлăх Тăван çĕр-шывăмăр çинчен шухăшласа вăй хуракансемшĕн яланах чĕрĕ тĕслĕх пулĕ. Эпир сирĕн умра ĕмĕр-ĕмĕр парăмра.
Аслă Отечественнăй вăрçă фрончĕсенче кăтартнă паттăрлăхшăн, тылра хастар ĕçленĕшĕн, вăрçă аркатнă хуçалăха ура çине тăратас тĕллевпе калама çук пултарулăхпа тăрăшнăшăн тайма пуç сире.
Ватлăха пăхмасăрах общество пурнăçне хастар хутшăннăшăн, çамрăксене патриотла воспитани парас енĕпе нумай вăй хунăшăн сире пысăк тав сăмахĕ калатпăр.
Малашлăхра ырлăх-сывлăх, телей, вăрăм кун-çул, ăнăçу сунатпăр.
Майăн 9-мĕшĕнче эпир çапăçу хирĕсенчен таврăнманнисене, Тăван Çĕршывăмăр ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн пуç хунисене пурне те ятран асăнатпăр. Ĕмĕр-ĕмĕр чыс, тав мухтав вĕсене.

 

 

 





Посещений сайта с 11 июля 2002 годаCounter CO.KZ

 

 

Яндекс.Метрика

 
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика