Урмарский район Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

ВĂРМАРЬЕН ЮРĂÇИ из книги Василия Цыфаркина "Вăрмарсем -ỹнер ăстисем"

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://urmary.cap.ru/
 
 "Николай Иванов юрлать",-тесе пĕлтернисене Вăрмарьенсем нумай илтнĕ ĕнтĕ. Чăваш телевиденийĕ-и, радио-и хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор юррисене час- часах эфира кăлараççĕ. Артистсем те, пултарулăх ушкăнĕсем те пирĕн ентешĕн юррисене час-часах шăрантараççĕ. Тĕрĕссипе, хăй тĕллĕн вĕреннĕ тени Н. П. Ивановшăн килĕшỹллех те мар. Хăйĕн пĕтĕм пурнăçне сăвă-юрăпа çыхăнтарнă вăл, сценăсăр малашнехине те курмасть. Районти культура çурчĕ çумĕнчи "e;Салам? ятлă эстрада ансамблĕпе те, хăй пĕччен те нумай юрлать. Кашни уявăн программине юррисемпе илемлетет. Чĕннĕ çĕре çитет, халăх кăмăлне тивĕçтерсе çĕнĕ юрăсемпе савăнтарать.
        Николай Прокопьевич Иванов çуралнă ялĕ _ Шăхаль. Районăн кăнтăр енче вырнаçнă çак илемлĕ тавралăх пулас юрăç-композитора хăех илемлĕх туйăмĕ, кĕвĕлĕх парнеленĕ тейĕн. Тăван ялĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех чĕлхене сăмахсем рифмăланса килнĕ, вĕсене Николай тỹрех хут çине йĕрлесе хума васканă. Шкулта тăрăшса вĕренни те сая кайман _ поэзи асамлăхне чĕрепе туйса илме хăнăхнă. Пиçсе çитнĕ сăввисене малтанах "Хĕрлĕ ялав" хаçат редакцине хăюсăррăн ярса парать. Умлă-хыçлăнах пĕчĕк-пĕчĕк хайлавĕсем кун çути курма пуçлани хавхалантарать ачана. Шкул пĕтерсенех пĕлĕве малалла тăсма Шупашкарти пединститутра историпе филологи факультетне вĕренме кĕрет. 1961 çулта алла учитель дипломне илсен, Тăван ене таврăнать: Кавалти, Кĕтеснерти шкулсенче ĕçлет, комсомол райкомĕнче вăй хурать.
    Чунра поэзи турри ташлани каллех канăç памасть ăна, хăй çырнă сăвăсенех кĕвĕ "çыпçăнма" пуçланине туять. Алла купăс тытать те ĕнерлеме пуçлать. Анчах та пĕлỹ çитменни "пиçсе çитнĕ" юрăсене хут çине çырса хума чăрмантарать. Çакă Николай Иванова каллех Шупашкара пединститута илсе çитернĕ. Кунта вăл музыка факультетĕнче вĕренет.
    Студент пурнăçĕ хĕрỹ вăхăт теççĕ. Лекцисемпе семинарсем, сесси хыççăн сесси. Пушă вăхăтра çĕнĕ сăвăсем, юрăсем çуралнă. Чуна çывăх хайлавĕсене хаçатсемпе журналсен редакцисене ярса панă. Купăс каласа юррисене юлташĕсене юрласа кăтартнă.
       Çапла, икĕ хутчен аслă пĕлỹ илет Н.П.Иванов. Халĕ вăл музыка шкулĕнче ĕçлет. Малтанах преподаватель пулса, кайран шкул директорĕнче вăй хурать.
      Николай Прокопьевич _ чăваш культуришĕн нумай пархатарлă ĕç тунă. Хăй вĕрентсе кăларнă ачасем ак, халĕ тĕрлĕ çĕрте музыка учителĕсем пулса ĕçлеççĕ, аслă шкулсенче вĕренекенсем те нумайăн пулнă, халĕ те пур.
       Н.П.Ивановăн пултарулăхĕ нумай енлĕ. "Хĕрлĕ ялав" хаçата вулакансем ăна сăвăç пулнипе лайăх пĕлеççĕ. Вăл _ "Вăрçă суранĕ", "Çĕр-шыв куççулĕ", "Аннесем", "Татăлнă кĕвĕ", "Ильич ячĕпе", "Сарбай" поэмăсен авторĕ. Хаçатсемпе журналсенче пичетленнĕ сăвăсене шутласа та кăлараймăн. Редакцире ĕçлекенсене пултарнă таран пулăшма та тăрăшать _ вăл "Хунав" литература пĕрлешĕвне ертсе пырать.
     Н.П.Иванов хăй çырнă сăввисем тăрăх та, чăваш поэчĕсен хайлавĕсем тăрăх та питĕ нумай юрă кĕвĕленĕ. "Тăван ен", "Ăсату саманчĕ", "Тух-ха, урама, савни", "Ан ман", "Асаилỹ", "Аса илсем, савниçĕм", "Вăйă юрри", "Мĕншĕн-ши?", "Карталаннă уйăх" тата ытти юрăсем итлекенсен кăмăлне кайрĕç. Пирĕн ентешĕн юррисене районти тата республикăри пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен репертуарĕсене кĕртеççĕ.
      Композитор тĕрлĕ жанрпа ĕçлет: пĕччен юрлама тата хор валли те çырать. Вĕрсе каламалли, вокалпа инструментсен оркестрĕсем вылямалли пьесăсем те хайлать.
       Николай Иванов нумай çул хушши районти музыка обществине ертсе пырать. Хамăр районта е район тулашĕнче Н.П.Иванов хутшăнмасар пĕр пысăк концерт та иртмест темелле. Вăл _ Пĕтĕм Союзри халăх пултарулăхĕн республикăри, районти конкурс-фестивальсен смотрĕсен лауреачĕ.
      Хăйĕн пултарулăхĕпе халăхра ырă ят çĕнсе илнĕ ентешĕмĕре Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн халăха вĕрентес ĕçĕн отличникĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ хисеплĕ ятсене панă.
     Эппин, мĕнре-ха çак чыслă Хисепсен çăлкуçĕ? Акă, "Тăван ен" сăввăн пĕр çаврăмĕ:
 
"Тăван ен, савнă ял, тăван кил,
Илемпе илĕртетĕн чуна.
Тăван ен, савнă ял, тăван кил,
Эс хушатăн манра çĕн çунат."
 
Кунта ĕнтĕ коментарисем те кирлĕ мар, йăлт ăнланмалла, чĕрене те, чуна та çывăх сăмахсем. "Ман ачалăхăм, çамрăклăх та, иртнĕ мар-и хаваслăн кунта", çавăнпах-и, "Сан çинчен хыврăм çакă юрра" тет поэт-юрăç хавхаланса. Сăвă юрă пулса чăваш çĕр-шывĕ тăрăх саланчĕ. Тунсăхлăн, çепĕççĕн юрлать ăна халăхăмăр: уявсенче, юлташла тĕл пулусенче, канура...
      Асăннă юрă темиçе сборникра та пичетленчĕ. Çавăн пекех "Тух-ха урама, савни", "Аса илсем, савниçĕм", "Купăс кĕвви янăрать", "Хур кайăксем вĕçеççĕ кăнтăра", "Ан кỹрен, манми савни" юрăсем "Ялан юрлать чĕре" /Çĕрпỹ, 1994/ тата "Янратар-ха çĕнĕ юрă" /Шупашкар, 1994/ сборниксенче пичетленнĕ.
    Н.П.Иванов хăйĕн чи лайăх юрри-сăввисене пухса уйрăм кĕнекен кăларма ĕлкĕрчĕ. Вăл чăваш писателĕсен союзĕн йышĕнче тăрать.
      Сăмахпа музыка ăсти 65 çул тултарнине халалласа Вера Савельева жуналистка "Юхать Шарпаш, юхать" кĕнеке кăларчĕ, ум сăмах вырăнне В.В.Александровăн ăш-пиллĕ сăмахĕсене илнĕ.
"Юхать Шарпаш, юхать" вун виçĕ илемлĕ тĕрленчĕкрен тăрать. Кашнинех çыпăçуллă хитре, сăнарлă чĕлхепе çырнă. Вулатăн та, куç умне Николай Ивановăн кун-çулĕ ачалăхран тытăнса паянхи ỹсĕмчченех ал тупанĕ çинчи пек курăнать. Тĕрленчĕксене янăравлă ят панăран, герой сăнарне калаçупа, аса илỹсемпе, лирикăлла çаврăмсемпе уçса кăтартнăран вĕсем илемлĕ литература хайлавĕсем пек вуланаççĕ: прозăлла сăвă пек, кĕвĕленсе. Поэт-юрăç пирки урăхла çыраймăн.

Василий Цыфаркин . Вăрмарсем -ỹнер ăстисем. Шупашкар: 2005

 

 

 





Посещений сайта с 11 июля 2002 годаCounter CO.KZ

 

 

Яндекс.Метрика

 
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика