Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://urmary.cap.ru/
Вăхăт сисĕнмесĕрех хăвăрт шăвать. Тинтерех кăна районти Культура çуртĕнче паллă композиторăн Николай Прокопьевич Ивановăн 50 çулхи юбилейне паллă тунăччĕ. Ăна саламлама чылай ятлă-сумлă çынсем килнĕччĕ. Мускав таранах.
- Халĕ ĕнтĕ сирĕн хăвăрăн композитор пур. Çакăншăн савăнмалла кăна, - терĕ ун чухне трибуна çинчен Мускавран килнĕ чаплă хăна, космос ракетисен конструкторĕ А.Краснов ентеш.
Унтанпа 20 çул иртрĕ. Çак тапхăрта пултаруллă сăвăç хăйĕн творчествинче палăрмаллах çитĕнÿсем турĕ, темиçе юрă-сăвă çырма, кĕнеке кăларма ĕлкĕрчĕ.
Вăйлă баянист, педагог, поэт, композитор хăйĕн пархатарлă ĕçĕпе пире çĕнĕ вăй-хăват, чĕрĕлĕх таппи парса тăрать. Юрра-ташша юратакансене хавхалантарса, кăмăл-туйăмне çĕклентерсе пырать вăл, вĕсене культурăпа искусствăна юратма вĕрентет. Унăн нумай-нумай юррине пирĕн енче çеç мар, республикăн чылай районĕнче пĕлеççĕ, кăмăлласа юрлаççĕ. «Вăрмар кадрилĕ», «Поют урмарские девчата», «Тăван ен», «Хуркайăксем вĕçсессĕн кăнтăра» тата ытти юрăсем Вăрмарсемшĕн гимн вырăнне пулса тăчĕç.
Кунсăр пуçне миçе ачана пĕчĕкрен юрра-кĕвве юрлама вĕрентсе ÿстернĕ вăл, вĕсенчен чăн-чăн музыка çынни тунă - каласа та пĕтереймĕн. Унăн ĕçне правительство пысăка хурса хакланă - Раççей Федерацийĕн халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн хисеплĕ ячĕсене панă. Пирĕн ентешĕмĕр çаксене чăннипех тивĕçлĕ.
И.Н.Ульянов ячĕллĕ чăваш университечĕн доценчĕ, филологи наукисен кандидачĕ В.М.Савельева 2002 çулта Николай Прокопьевичăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен ятарласа «Юхать Шарпаш, юхать» кĕнеке кăларчĕ. Унта пултаруллă композиторăн кун-çулне пур енчен сăнласа панă.
Н.Иванов Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ. Кунтах 10 класс пĕтернĕ. Шкулта чухнех хăйĕн пĕрремĕш сăввисене «Хĕрлĕ ялав» хаçатра пичетлеме пуçланă.
1961 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш пединститучĕн филологи факультетĕнчен вĕренсе тухсан, Кавалти шкулта, ВЛКСМ райкомĕн секретарĕнче, Кĕтеснерти сакăр çул вĕренмелли шкулта ĕçлет, юрăсем çырма пуçлать. 1961 çултан пуçласа 1964 çулччен Шупашкарти музыка училищинче пĕлĕве малалла ÿстерет, унтан пединститутăн музыка факультетĕнче вĕренет. Алла диплом илсен Вăрмарти ачасен музыка шкулĕнче ĕçлеме тытăнать. 1971 çултан пуçласа 2000 çулччен пĕр улшăнмасăр директорта вăй хурать, халĕ те кунтах директор заместителĕнче тăрăшать. 30 çула яхăн «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ çумĕнчи литература пĕрлешĕвне ертсе пырать, çамрăк авторсене кирлĕ пулăшу парать. Республикăри çамрăк сăвăçсен конкурсĕн дипломанчĕ, республикăри А.Талвир ячĕллĕ тата районти В.Алендей ячĕллĕ премисен, Пĕтĕм Союзри халăх пултарулăх творчествин, республикăри, районти конкурс-фестивальсен смотрĕсен лауреачĕ.
Чăваш писателĕсен Союзĕпе Чăваш композиторĕсен ассоциацийĕсен членĕ. 1995 çулта «Ăшă туйăм ытамĕнче» кĕнеке пичетлесе кăларнă. Унта авторăн 57 юррине кĕртнĕ.
Чăвашрадио передачисем валли Н.Ивановăн çирĕм ытла юррине çырса илнĕ. «Тăван ен» юрă 1995 çулта «Чăваш Ен» телерадиокомпани ирттернĕ конкурсра çĕнтернĕ.
Композитор шкул çулне çитмен тата кĕçĕн классенчи ачасем, вокалпа инструмент ансамблĕсем, хорсем валли те сахал мар кĕвĕленĕ.
2000 çулта унăн «Творческий путь Урмарской районной детской школы искусств» кĕнеки, каярахпа «От души» сăвăсен, «Чĕре юрри» сăвă-юрăсен буклечĕсем, «Юптарусемпе сатирăллă сăвăсем», «Юрлар-и, пĕчĕк туссем», «Маттур ачасем» кĕнекесем пичетленсе тухрĕç.
2006 çултанпа Раççей журналисчĕсен Союзĕн членĕ.
Николай Прокопьевич Иванов районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче те тăтăшах пулать. Çак кунсенче те вăл хăй вĕрентекен пулас музыкантсемпе пĕрле тĕл пулăва килчĕ
Пултаруллă композитора юбилейпе саламланă май, творчествăра малашне те çитĕнÿсем тума ăнăçусем сунатпăр.
А. ХОВАНСКИЙ