Урмарский район Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2004.10.01 День пожилых

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://urmary.cap.ru/

Ватă çынсен кунĕ умĕн район администрацийĕн халăха социаллă хỹтлĕх паракан пайĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан В. Ивановпа тĕл пулса калаçнă, ăна хăш-пĕр ыйтусем çине хуравлама ыйтнă.
 
 
- Владимир Иванович пирĕн районта миçе пенсионер пурăнать.
- Пурĕ 8 пин те 45 пенсионер, çав шутран вăрçă участникĕсемпе инваличĕсем, ĕç инваличĕсем - 146. Вĕсене патшалăх кашни уйăхрах 13 миллион та 502 пин те 476 тенкĕ тỹлесе тăрать.
 
- Пенси укçи тỹленисĕр пуçне пенсионерсен хăшпĕр категорийĕсене патшалăх çăмăллăхсем те парать ĕнтĕ...
- Паллах, акă Аслă Отечественнăй вăрçăн инваличĕсемпе участникĕсене, салтак арамĕсене, тыл ĕçченĕсене, ĕç ветеранĕсене, чир-чĕре пула инвалида тухнисене кăçал сентябрĕн 25-мĕшĕ тĕлне пурĕ 3 миллион ытла тенкĕлĕх тĕрлĕ çăмăллăхсем панă. Уйрăммăн илсен, коммуналлă тĕрлĕ çăмăллăхсемшĕн 1 миллион та 150 пин тенкĕлĕх, медицина пулăшăвĕ кỹнĕшĕн 2 миллион та 307 пин тенкелĕх эмел илнĕ, шăл протезĕсем тутарнă е вĕсене юсаттарнă. Электроэнергипе, газпа, телефонпа тата радиопа усă курнăшăн тỹленĕ чухне хăйсене сисĕмлĕ пулăшу пани ватăсене чунтан савăнтарать. Кунсăр пуçне вăрçă участникĕсемпе инваличĕсене, ĕç ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене тулевсĕр çỹреме ирĕк паракан талонсем те уйăрса панă. Вĕсем 4-шар талон илсе, султалăкра икĕ хутчен хамăр республикăри хуласене е районсене кайса килме пултараççĕ. Кăçал 7504 çынна талонсем панă. Аслă Отечественнăй вăрçăн участникĕсемпе инваличĕсен вара çулталăкра пĕр хутчен Раççейĕн вăл е ку хулине çитсе килме ирĕк пур. Кăçалхи çул çак çăмăллăхпа 56 фронтовик усă курнă. Çавăн пекех 24 фронтовикпа 7 ĕç ветеранĕ тулевсĕр путевкăсем илсе хамăр республикăри санаторисенче хăйсен сывлăхне çирĕплетнĕ. Раççей Федерацийĕн Пенси фондĕнчен саплаштарса 38 пенсионера укçан пулăшу панă. Варçă участникĕсемпе инваличĕсене, салтак арамĕсене, пурнăçран уйрăлса кайнă фронтовиксен мăшăрĕсене те Аслă Çĕнтерỹ кунне халалласа тĕрлĕрен продукципе чыс тунă.
- Райадминистрацин социаллă хỹтлĕх паракан пайĕ кулленех "Ветерансем çинчен", "Инвалидсене социаллă хỹтлĕх парасси çинчен" Федераллă сакунсемпе, Чăваш Республикин Президенчĕн, Министрсен Кабинечĕн тата район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕсемпе килĕшỹллĕн ĕçлесе пырать.
 
- Халĕ сăмахăмăра районти ветерансен çурчĕсем çине куçарар пулĕ.
- Районти халăха социаллă пулăшу парас енĕпе ĕçлекен центр çумĕнчи стационарта, Арапуç ялĕнчи ветерансен икĕ çурчĕсенче ватлăхра пĕччен юлнă пенсионерсем пурĕ 33 çын пурăнаççĕ. Çак учрежденисен администрацийĕсем, социаллă работниксем вĕсен ыйвăр шăпинесене май килнĕ таран çăмăллатма тăрашаççĕ. Ватă çынсене кунне 3 хутчен вĕри апатпа тивĕçтереççĕ, килти евĕр условисем туса парассишĕн хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăваççĕă. Ветерансен çурчĕсен работникĕсем çĕр улми, купаста, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, сухан çитĕнтерсе пухса кĕртрĕç. Ку ĕçе, паллах, ватă çынсем те хутшăнчĕç. Выльăх-чĕрлĕхсенчен качака, кайăк-кĕшĕксем ỹсраççĕ. Хушма хуçалăхсем йĕркелесе яни ватă çынсен сĕтелне тĕрлĕ апатпа пуянлатма, блюдăсен хăйхаклăхне чакарма май парать.
Пурăнмалли çуртсем ĕçлесе тăччăр тесе район администрацийĕ тата социаллă работниксем тăрăшнă, хăш-пĕр пенсионерсем ремонт тунă вăхăтра хăйсен вăйĕсене хывнă. Райадминистраци пурĕ ремонт тума 62 пин те 325 тенкĕ уйăрса панă,
 
- Калăпăр, пĕччен пурăнакан ватă çын Ветерансен çуртне куçасшăн мар…
- Çакнашкал çынсем те тимлĕхсĕр юлмаççĕ. Вĕсене килĕсенчех тĕрлĕ енлĕ пулăшу парса тăрас тĕллевпе Социаллă центр та икĕ уйрăм туса хунă. Вĕсен ĕçченĕсем ялсенчи социаллă работниксен ĕç-хĕлне йĕркелесе тăраççĕ, кирлĕ пулсан, çийĕнчех пулăшу параççĕ. Çавăн пекех 80 çултан иртнĕ ватă çынсене, пĕрремĕш ушкăнри инвалидсене килĕсенчех тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ парассипе ятарлă уйрăм та ĕçлет.
 
- Районти ялсенче Ватă çынсен кунне еплерех йĕркелесе ирттерме палăртнă.
- Çак ĕçшĕн ял администрацийĕсен работникĕсем яваплă. Ватă çынсене культурă учрежденийĕсене пухса сумлăн чыслаççĕ, вĕсем валли концертсем йĕркелеççĕ. Районти канупа культурă центрĕнче те концерт пулать. Паллах, ветерансен çурчĕсенче пурăнакансем те тимлĕхсĕр юлмаççĕ. Çавăн пекех районти предприятисен, организацисемпе учрежденисен коллективĕсем те хăйсен ветеранĕсене манăçа хавармĕç.

 

 

 





Посещений сайта с 11 июля 2002 годаCounter CO.KZ

 

 

Яндекс.Метрика

 
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика